Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӗҫӗн ҫӑварни (Владимир)

Ӗнер ӑсатса ятӑмӑр «хӗл кунне»
Юрӑпа йыхӑртӑмӑр — кил ҫуркунне
Ташласа — юрласа иртрӗ ҫӑварни
Тутлӑ сӑра ӗҫмелли уяв эрни.

Кашни килте пиҫнӗ тутлӑ икерчи
Купӑсне хитре калать кӳршӗ ачи
Ял тӑрӑх ярӑнтӑмӑр лаша кӳлсе
«Ача купи» пултӑмӑр ҫуна тӳнсе

Кӗмӗл саслӑ шӑнкӑрав пӗкӗ ҫинче
Вӗлкӗшет ал шӑлли турта пуҫӗнче
Юр чӑмӑркки вӗҫет лаша уринчен
Хитре хӑюсем ҫитленӗ ҫилхинчен

Ял халӑхӗ пуҫтарӑннӑ урама
Карталанса хитре юрӑ юрлама
Ҫыхнӑ улӑмран «ҫӑварни карчӑкне»
Тӑхӑнтартнӑ кивӗ кӗпе ҫӗтӗкне

Шурӑ тутӑр ҫыхтарнӑ «кӗлте – пуҫне»
Ҫил вӗҫтерет сарӑ улӑмлӑ ҫуҫне
Аслӑ урам варринче тӑрать ҫӗтсе
Хитре хӗрсем юрӑ пуҫласса кӗтсе

Пӗр-пӗринпе алла – алӑран тытса
«Карчӑк» мӗлки йӗри – тавра саврӑнса
Пӗтӗм йышпа хитре юрӑ шӑратса
Ӑсатрӑмӑр хӗле «вутпа ӑшӑтса»

Ҫумӑрпа хутӑш юр вӗҫтерет тӳпе
Ҫие тӑхӑннӑ тумтирсем йӗп-йӗпе
Сивӗ хӗлӗн парӑнас килмест тӳрех
Тумламӗсем юхаҫҫӗ куҫҫуль пекех…

Паян ирех килсе ҫитнӗ ҫуркунне
Юр ирӗлсе шыв кӳленнӗ ҫул ҫине
Селтешлӗ юрпа хупласа юхӑмне
Ача-пӑча пӗвелессе шыв ҫулне.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-03-09 19:47:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2802 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем